Правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем хӑйсемпе кӑсӑкланма пуҫласан такам та шикленсе ӳкӗ. Ахаль ҫынсем кӑна мар, влаҫ тытӑмӗнчисен те сехри хӑпать. Ҫавӑнпа усӑ кураҫҫӗ те ултавҫӑсем. Юлашки вӑхӑтра вӗсем РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисен ячӗпе пӗркенсе тепӗр ҫынсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, вӗсем патне йышӑнӑва чӗнеҫҫӗ, пӗрле укҫа е парне чиксе пыма сӗнеҫҫӗ иккен.
Ҫынсен сехрине хӑртаканӗсем ытларах чухне - айӑплава тӗрмере ирттерекенсем е унтан тухнисем иккен.
Ӗненмелле мар ҫавӑн йышши шӑнкӑравлакан тупӑнсан маларах каланӑ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ 02 номерпе шӑнкӑравласа систерме сӗнет. Управление пӗлтерме пулать: (8352) 62-02-98 номерпе ирхи 9-тан пуҫласа каҫхи 18 сехетчен, (8352) 62-46-58 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма юрать.
Чӑваш Енри 14 ҫынна патшалӑх хӳтӗлет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать.
Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени асӑннӑ министерствӑра 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Уйрӑм епле тимленине ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн паянхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ пирки каласан, унта прокуратурӑра, Следстви комитечӗнче, Федерацин миграци службинче, Федерацин суд приставӗсен службинче тата республикӑн Аслӑ судӗнче тӑрӑшакансем кӗреҫҫӗ.
Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени тӳресене, правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансене, преступление пула шар курнисене, кӳнтеленсене тата пуҫиле суд производствине явӑҫтарнӑ ытти ҫынна, вӗсен тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -12 - -14 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |